Чаваш Республикинчи Йепрес районенчи Пучинкери «Пучах» ача саче
«Чаваш челхи – таван челхе»
( Чаваш челхи куне ячепе хатерлене «УЯВ» сценарийе)
Ватам ушканри ачасем валли
Сценарине хатерлекене:О.Л.Яковлева
1-меш категорилле воспитатель
Музыка ертуси: Н.В.Михайлова
Пучинке яле
2020 сул
Уяв теллеве:
ачасене халах традицийесене упрама, таван челхеене юратса веренме хавхалантарасси, челхе илемепе пуянлахне туйма, пелулехе устерме пулашасси.
Уяв эпиграфе:
Таван халахна
Емерне те ан ман:
Асра та, ашра та
Вал пултар ялан.
(Альпарт Канаш)
Эп – чаваш ачи, саватап
Чевел – чевел челхене.
Юратап савва – юрра та,
Купаса та кеслене.
Юрататап вуламашкан
Чавашла та вырасла.
Ик челхе вал – ик ас маншан,
Эп пуласшан ик аслах!
(Петер Хусанкай)
Ертсе пыракан: Пурнасра – пер анне. Таван челхе те пере. Ана упрасси – пирен тивес. Иван Яковлевич Яковлев пуласлах сыннисене таван челхене упрама пиллесе хаварна.Сапла сес чаваш челхи ыттисенчен кая пулме тене вал. «Челхе чечекленесси петемпех сиртен килет», — ак менле пархатарла шухаше верентекенемерен. Паян, апрелен 25 – мешенче, петем Чаваш сершыве чаваш челхи куне уявлать. Эпир 1993 – меш султан пусласа кашни сул Чаваш наци кунне уявлатпар. Ана ахальтен мар ака уйахен 25 – мешенче ирттерме палартна. Сак кун чаваш сырулахне йеркелене И.Я.Яковлев сурална. Уява хамар республикара канна маар, аякра пуранакан чавашсем те чысласа хатерленессе. Менле саванман – ха саканшан.
Мухтанам чаваш пулнишен,
Чавашах пулса юлнишен,
Сепес – сепес ус сассишен,
Акаш – макаш пур юрришен…
(Вячеслав Круглов)
Ача шанкарав шанкартаттарса чупса керет,зал йери-тавра: «Уяв килет, Уяв килет! » -тесе кашкарса савранать. Ытти ачасем вайа картипе зала юрласа керессе, сурма савракана тарассе.
1. Писне-писмен сырлишен те 3. Чан тупере сит салтар та
Писне-писмен сырлишен, Чан тупере сит салтар,
Черес сакса ан тухар та Сиччеше те сут салтар та
Черес сакса ан тухар. Сиччеше те сут салтар.
2. Усне-усмен хересемшен, 4. Пирен вайара ситмел хер те
Усне-усмен херсемшен, Пирен вайара ситмел хер.
Лаша кулсе ан тухар та Ситмелеш те сара хер те,
Лаша кулсе ан тухар. Ситмелеш те сара хер.
Е.П. Сака савра сер синче
Сер пин терле халах пур,
Сер пин халах асенче
Сер пин терле вайа пур.
1-меш ача: Атьар вайа пуслар-и,
Вайа кевви калар-и,
Вайа кевви пер сумлах,
Самрак емер пин сумлах.
2-меш ача: Атьар, херсем,утар-и,
Утса кеве калар-и?
Эпир кеве калани
Атал тарах кайтар-и?
Юра: «Шанкар-шанкар шыв юхать»
1. Шанкар-шанкар шыв юхать, шыв юхать,
Петем черчун сер шывне тутанать.
Х.Ю: Ян-ян каять сас каять те, сас каять,
Пирен вайа юр пуслать те саванать.
2. Кемел уйах султе чух, султе чух,
Сака вайа пуханар, пуханар.
Х.Ю: Ян-ян каять сас каять те, сас каять,
Пирен вайа юр пуслать те саванать.
3. Тус-йыш перле пулна чух, перле чух,
Чун черемер саванать, саванать.
Х.Ю: Ян-ян каять сас каять те, сас каять,
Пирен вайа юр пуслать те саванать.
Е.П: Ачасем, сите пуле юрласа? Атьар вайа выляр.
Ачасем: Выляс, выляс!
Е.П: Менле вайа выльапар сиренпе?
Ачасем: Япала пустармалла.
Е.П: Япала пустаракан кам пуле? Атьар ана шапа ярса суйлапар.
Ача: Эпе шутлама пелетеп.
Е.П: Атя, (ача яче), шутла.
Ача шутлать:
Чик-чик чикелти,
Чик-чик чикелти,
Чикелтирен пакалчи,
Янтак, янтак йамара,
Эс те чипер, эп чипер,
Санран чипер тата пур,
Сик тух, чиперри.
(Ача ятне калать), эс япала пустараканни пулатан. Ес хушаканни (судья) эп пулатап. Килешетер-и манпа?
Ачасем: Юрать, килешетпер.
Япала пустараканпа Ес хушакан ачасем хапха тавассе. Ытти ачасем хапхаран карталанса тухассе, юрлассе:
Сара, сара сараппан,
Сараппанна сарса хур,
Сараппанна сарса хур,
Парсам мана япала.
-Лекрен! (Ачасене тыта –тыта юлассе. Висе ачана тытса юлсан, юрлама чаранассе).
Е.П: Сите пуле япала пустарса. Атьар хале япала хусисене ес хушар.
Япала пустаракан илсе юлна япалана суле секлесе ыйтать:
— Ку япала хусине мен тутаратпар?
Ес хушакан: Юрлаттаратпар.
Япала пустаракан: (Ача ятне каласа) юрласа пар пире.
Ача: Юрлас, юрлас, ма юрлас мар.Эсир те мана пулашар.
Юра: «Анне эссе ир таран…»
Иккемеш япала хусине ташлаттарассе. Пурте перле такмакласа ала супса тарассе.
Таша: «Тухха, Ванюк, пирен умма…»
Виссемеш япала хусине автан пек кашкарттарассе.
Е.П. Пите маттур иккен эсир, ачасем. Юрлама та, ташлама та, автан пек кашкарма та аста. Ахальтен мар Чавашсем «Илемле чаваш ваййи выляма пелсен кана» тесе юрлассе. Эпир те сиренпе пите аван вылярамар.
Е.П: Пахар-ха, ачасем, менле илемле пирен УЯВ йывасси. Атьар ун йери-тавра перер саврам ташласа илер.
Ачасем лентасемпе ташлассе.
Ача: Сите пуле выляса, киле каяр. Ман хырам та высре. Анне кетсе те ыванче пуле.
Е.П: Чанах-та, саланар. Хаман та хырам «хыр тарнех кайре». Хуран кукли симе вахат ситре пулинех.
Ыйха килет мишукпа,мишукпа.
Сыврас килет минтерпе,минтерпе.
Атьар атьсем саланар килелле.
Ачасем вайа картипе юрласа тухса каяссе:
Сирек сулси силе май,
Сирек сулси силе май та
Айтар атьсем киле май.
Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политики министерствин хушма професси вĕренĕвĕн
«Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ»
Чăваш Республикин бюджет учрежденийĕ
Педагогика ĕçченĕсен професси аталанăвĕ кафедри
КУРС ӖҪӖ
«Уяв сценарийě» темăпа çырнă методика кăтартăвě
«Шкулчченхи
вĕренÿ организацийĕсенчи
ĕç-хĕле тăван (чăваш) чĕлхипе
йĕркелесси» программăпа (çу
уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа
çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕччен)
вĕренÿ организацийĕсенчи
педагогсен ăсталăхне ÿстерекен
курсăн вĕренекенĕ
Егорова Оксана Алексеевна пурнăçланă
Ертӳçи: педагогика ĕçченĕсен професси аталанăвĕ кафедрин доценчĕ Доброва Н.В.
Шупашкар, 2019
Чӑваш чӗлхи кунӗ.
Уяв тӗллевӗсем: ачасене И.Я.Яковлев ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарасси; тӑван халӑх культурине хаклама, упрама вӗрентесси.
Ӑс-тӑн задачисем:
— И.Я. Яковлевăн хăвачĕпе, ĕçĕ- хĕлĕпе, тивĕçлĕ таланчĕпе паллашасси, ăна ăша хывасси;
— Вӑйӑсемпе сӑвӑ-юрӑ урлӑ чăваш чӗлхине юратма вӗрентесси.
Аталану задачисем:
-Чӑваш халӑхӗн культурипе малалла паллаштарасси;
— Ҫынсем умĕнче калаçас, сăвă вулас пултарулăха, тавçăрулăха аталантарасси;
— Чӗлхе илемӗпе пуянлӑхне туйма, пӗлӳллӗхе ӳстерме пулӑшасси.
Воспитани задачисем:
— Аслисене хисеплеме хӑнӑхтарасси;
— Юрă – кĕвĕре илеме курма, туйма хăнăхтарасси;
— Пĕр – пĕрин калаçăвне тимлĕн итлеме хăнăхтарасси.
Малтан туса ирттернӗ ӗҫсем: Тӑван ҫӗр-шыв ҫинчен, унӑн пултаруллӑ ҫыннисем ҫинчен ирттернӗ калаҫусем.
Ушкӑн пӳлӗмне чӑваш тӗрри-эрӗшӗпе илемлетни. Чи курӑмлӑ вырӑнта Иван Яковлевич Яковлевӑн сӑн ӳкерчӗкӗ. Ачасем валли тӗрленӗ кӗпесем хатӗрлени.Чӑваш чӗлхин пуянлӑхне уҫса паракан кӗнекесен выставкине хатӗрлени.
Ачасемпе уйрӑм ӗҫлени: сӑвӑсене янӑравлӑ калама, ташӑ хусканӑвӗсене тума вӗрентни.
Уява хутшӑнакансем: хутӑш аслӑ ушкӑнри ачасем.
Уяв юхӑмӗ: Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ачасем зала хавас кӗвӗпе кӗрсе вырнаҫса лараҫҫӗ.
Ертсе пыракан: Кам-ха, кам çак халăха пĕлмест:
Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет,
Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,
Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет.
(П.Хусанкай.)
Ырӑ кун пултӑр, ачасем, хисеплӗ ашшӗ-амӑшӗсем курма килнӗ хӑнасем!
Паян пысăк уяв — чăваш чĕлхи кунĕ. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Вăл чăваш юрри пек янăравлă та кĕвĕллĕ, унпа чуна ачашлама е амантма, çĕклеме е ÿкерме, хавхалантарма пулать. Хăйне хисеплекен кирек мĕнле халăх та хăйĕн тăван чĕлхине пысăк пуянлăх вырăнне хурса хаклать. Нихăш халăх та тăван халăх чĕлхисĕр пур енлĕн аталанаймасть.
Кашни ҫул ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш чӗлхин кунне уявлатпӑр. Ҫак чаплӑ уява И.Я.Яковлев ҫуралнӑ кунӗнче палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 27 ҫул ҫитрӗ, ӑна эпир 1992 ҫултанпа паллӑ тӑватпӑр. Паян эпир те, «Йӑл кулӑ» ача сачӗн воспитателӗсемпе садике ҫӳрекен ачасем, Иван Яковлевича сума суса, ӑна асӑнса Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Иван Яковлевич Яковлев ятне Чӑваш Енпе Раҫҫейре кӑна мар, ют ҫӗр-шывсенче те асра тытаҫҫӗ.
Пирӗн республикӑн тӗп хулинче И.Я.Яковлев палӑкӗ пур. Ун ячӗпе музей та уҫнӑ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ И.Я.Яковлев ячӗпе хисепленет. Шупашкарти аслӑ урама ун ятне панӑ. Иван Яковлевич ҫинчен кӗнекесем ҫырнӑ, фильмсем ӳкернӗ.
И.Я.Яковлев чӑваш халӑхне питӗ юратнӑ, тӑван халӑхшӑн калама ҫук нумай ӗҫ туса хӑварнӑ. Вӗсенчен чи пӗлтерӗшлисем – ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелени, чӑваш букварьне кӑларни, шкулсем уҫса вӗсенче чӑваш ачисене вӗрентни, чӑваш учителӗсем хатӗрлени. Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл хӑйӗн «Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче»: «Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халь те ак манӑн мӗн пур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ», — тесе ҫырса хӑварнӑ.
Чӑнах та, тӑван килтен, тӑван ҫӗртен хакли нимӗн те ҫук. Кирек ӑҫта кайсан та тӑван кӗтес асран тухмасть.
1-мӗш ача.Ҫӗр-шывӑм, Чӑваш Ен,
Халӑхсен пӗр ҫемйинче,
Пур тӗнчемӗр умӗнче.
Ҫамрӑклан та чечеклен!(Ю.Сементер)
2-мӗш ача.Чӑваш Ен вӑл – тӑван ен!
Чуна ӑшӑ хамӑр ен.
Чун ӑшшисӗр пурӑнма
Чӑннипех те ҫӑмӑл мар.(Ыдарай)
3-мӗш ача.Тӑван ҫӗр-шыв ҫинчен
Ялан юрлать чӗре.
Ҫурхи кунсем ҫинчен
Ҫӗр-шыв мӗнле хитре!
4-мӗш ача.Тӑван ҫӗр-шыв, Тӑван ҫӗр-шыв –
Тӗнчере пӗрре,
Тӑван ҫӗр-шыв, Тӑван ҫӗр-шыв –
Ӗмӗр – ӗмӗре!
Ачасем «Илемлӗ, илемлӗ» юрӑ юрласа ҫаврӑнаҫҫӗ.
Ертсе пыракан. Чӑваш чӗлхи Чӑваш Республикинче, вырӑс чӗлхи пекех, патшалӑх чӗлхи шутланать. Кунсӑр пуҫне пирӗн тӑван чӗлхемӗр Тутар, Пушкӑрт республикисенче, Самар, Оренбург, Чӗмпӗр облаҫӗсенче те анлӑ сарӑлнӑ. Чӑваш чӗлхи малашне те кашни кун янӑратӑр – килте те, урамра та, хулара та, ялта та, пирӗн ача садӗнче те, шкулта та.
5-мӗш ача.Пирӗн «Йӑл кулӑ» ачисем –
Ташӑ-сӑвӑ ӑстисем.
Акӑ курӑр-ха: вӗсем
Янратаҫҫӗ юрӑсем.
6-мӗш ача.Эп – чӑваш ачи! Саватӑп
Чӗвӗл-чӗвӗл чӗлхене.
Юратап сӑвва-юрра та,
Купӑса та кӗслене.(П.Хусанкай)
7-мӗш ача.
Эп – чӑваш ачи! Саватӑп
Хамӑрӑн чӑваш ҫӗрне.
Вӑл кипке те ман, сӑпка та –
Ӑна манмӑп ӗмӗрне.(П.Хусанкай)
8-мӗш ача.
Чӑвашла паян юрлатпӑр,
Чӑвашла сӑвӑ калатпӑр.
Чӑваш тумӗ тӑхӑнса
Чӑвашла та ак ташлатпӑр.
Ачасем чӑваш ташши ташлаҫҫӗ.
Ертсе пыракан. Шупашкар хулинчи И.Я.Яковлев палӑкне 1970 ҫулта патшалӑх хӳттине илнӗ, вӑл Раҫҫейри чи паха культура объекчӗсенчен пӗри шутланать. Ҫу кунӗсенче унта ҫитсе курма тӑрӑшӑпӑр. И.Я.Яковлев палӑкӗ ҫине чӑвашла тата вырӑсла «Чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑхне пуҫараканӗ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр. Основоположник новой чувашской письменности. Выдающийся просветитель» тесе ҫырнӑ. Чӑваш халӑхне панӑ халалӗнче Иван Яковлевич мӗн тери ӑслӑ сӑмахсем каласа хӑварнӑ: «Вырӑс халӑхӗ пит пысӑк халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ: эсир ӑна итлӗр юратса пурӑнӑр». «Вырӑс патшалӑхӗ ҫине шанса пурӑнӑр,ӑна юратӑр, вара вӑл сирӗн аннӗр пулӗ» тени те пур унта.
Хамӑр ҫуралнӑ вырӑна, тавралӑха пирӗн юратмалла, хисеплемелле. Вӑл чи сӑваплӑ вырӑн, ӑна таса та тирпейлӗ тытас пулать.
9-мӗш ача.
Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе!
Эс – чи пахи, эс – чун уҫҫи.
Тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи,
Пин чӗлхерен чи ҫепӗҫҫи.(О.Титова)
10-мӗш ача.
Ӗмӗрсем иртсе пыраҫҫӗ
Ӳстерсе ӑс-хал мулне.
Кӗнекеҫӗсем шыраҫҫӗ
Чӑвашсен кунне-ҫулне.(П.Хусанкай)
Ертсе пыракан. И.Я.Яковлев ачалӑхӗ ҫӑмӑл пулман. Ҫуралсанах тепӗр виҫӗ кунтан амӑшӗ вилет, вара ӑна Пахом Кириллов ҫемйи усрава илет. Вӗсем пӗчӗк Ванюка хӑйсен ачи пекех юратса ӳстереҫҫӗ. Вӑл питӗ ӗҫчен ача пулнӑ, нимӗнле ӗҫрен те хӑраман, пушӑ вӑхӑтра ялти ачасемпе вылянӑ.
«Ал татмалла» вӑйӑ.
Ертсе пыракан. Иван Яковлев хӑйӗн тӑрӑшулӑхӗпе пултарулӑхне кура питӗ нумай вӗреннӗ. Кайран хӑй те пулас чӑваш композиторӗсене, поэчӗсене, писателӗсене вӗрентнӗ. Кам илтмен-ши ҫак йӗркесене?
11-мӗш ача.
Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче
Хӗвел пӑхрӗ ӑшӑтса,
Силпи чӑваш ялӗнче
Юр ирӗлчӗ васкаса. (К.В.Иванов)
12-мӗш ача.
Тусем, сӑртсем хуп-хура
Юрӗ кайса пӗтнӗрен,
Тухать курӑк ҫӑп-ҫӑра
Хӗвел хытӑ хӗртнӗрен. (К.В.Иванов)
13-мӗш ача.
Хӗл куҫҫулӗ шавласа
Юхса кайрӗ ҫырмара.
Ачи-пӑчи выляса
Чупса ҫӳрет урамра. (К.В.Иванов)
Ертсе пыракан. Ку «Нарспи» поэма пуҫламӑшӗнчи «Силпи ялӗнче» сыпӑкран илнӗ йӗркесем. Ӑна Яковлев вӗренекенӗ, чӑвашсен пултаруллӑ поэчӗ Константин Васильевич Иванов ҫырнӑ. Иван Яковлевич хӑйӗн букварьне чӑваш ачисем тӑван чӗлхепе вӗренччӗр тесе кӑларнӑ. Вырӑссем-и, чӑвашсем-и, тутарсем-и – пурте пӗр халӑх тенӗ вӑл хӑйӗн букварӗнче. Ҫавӑнпа та Иван Яковлевич вырӑссемпе чӑвашсем туслӑ пурӑнччӑр тенӗ. Хӑй те вӑл чӑвашсен тата вырӑссен юррисене юратнӑ, хӑй вӗрентнӗ шкулсенче те ачасене вырӑс халӑх юррисене юрлама вӗрентнӗ.
«Улми лайӑх-и» юрӑ
14-мӗш ача.
Кӗнеке — пӗлӳ ҫӑлкуҫӗ,
Алӑран алла вӑл куҫӗ.
Упрасам ӑна эс, тусӑм!
Вӑл сана та кӳрӗ усӑ.
Ертсе пыракан. Иван Яковлев ҫырнӑ калавсем ӗҫе юратма, чӑнлӑха мала хума, ҫынпа ырӑ пулма, пӗр-пӗрне хисеплеме вӗрентеҫҫӗ. Вӑл пуҫарнӑ ҫырулӑх хӑвачӗпе чӑваш литератури ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсемпе пуянлансах пырать. Акӑ мӗн ҫырнӑ чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай чӑваш ҫӗрӗ ҫинчен.
15-мӗш ача.
Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗр-шывӗ!
Сан чӗвӗл- чӗвӗл чӗлхӳпе,
Тен, эп те ҫӗр ҫине йӗр хывӑп
Сан пӗчӗкҫӗ пӗр мӗлкӳ пек.(П.Хусанкай)
Ертсе пыракан. Хисеплӗ ачасем, ашшӗ-амӑшӗсем! Ҫакӑнпа пирӗн уяв вӗҫленет. Паян эпир чӑваш юррисем юрларӑмӑр, сӑвӑ каларӑмӑр, вӑйӑ вылярӑмӑр. Малашне те хамӑр чӑваш пулнине туйса чӑваш ҫӗрӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшасса, чӑн-чӑн патриотсем пуласса шанас килет. Пирӗн, чӑвашсен, чӑвашах пуласчӗ. Халӗ пурне те вӑйӑ картине чӗнетӗп.
«Атьӑр ташша пуҫлар-и» вӑйӑ карти.
Хыҫ сӑмах
Çăмăл пулман И.Я. Яковлева, 19 çулхи каччăна, тĕттĕм чăваш ачисене çутта кăларас ĕçе йĕркелесе яма.Чăваш халăхне вырăс халăхĕпе çывăхланни çутта тухма пулăшĕ тенĕ вăл. Çапла майпа эпир те ҫакӑн пек уявсем ирттерсе И.Я.Яковлев ҫинчен, иртнĕ пурнăç çинчен тĕплĕнрех пĕлме пултаратпăр, чӑваш юрри-ташшисемпе ытларах паллашатпӑр.
Яковлев вăл – вĕçсĕр эсĕ, эпĕ…
Пархатар та халăхăн хисепĕ
Унăн ячĕпе тĕнче умне
Кăларать чăваш ăс-хакăлне.(Г.Ефимов)
Усă курнă литература
-
Артемьева Т.В. Ачасене шкулччен вĕрентмелли тĕслĕх программа/ Т.В. Артемьева, С.Г.Михайлова, Н.В.Иванова . – Шупашкар: Чӑваш кĕнеке издательстви.- 2015.
-
Воспитание здорового ребенка на традициях чувашского народа.- Чебоксары, 2003.
-
Кузнецова Л.В. Ачасене шкулччен вĕрентмелли программа. — Шупашкар, 2009.
-
Махалова И.В. Çӑлкуç-Родник/ И.В. Махалова, Е.И.Николаева.- Чебоксары,2006.
-
Праздники на земле Улыпа. Методическое пособие для дошкольных образовательных учреждений.- Чебоксары,2006.
-
Ҫитӗннӗ вӑхӑт.-Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2010.
-
Халӑх шкулӗ,2017/2. – 30с.
-
Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ача – пăча фольклорĕ.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2009.
-
Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ваттисен сăмахĕсем — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007.
-
Чӑваш музыки ача садӗнче — Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви,1995.
-
Эйзин П. Чи-чи кӑсӑя.- Шупашкар: Чӑваш кĕнеке издательстви.- 1987.
Сценарий фестиваля
«Чăваш челхи куне»,
посвященного Дню Чувашского языка.
10.30 час. Звучат позывные праздника.
Оформление сцены: на заднике вывешен Российский флаг, на отдельной подставке
установлены флаги: Самарской области и Чувашской республик, Клявлинского района, на
авансцене стоят в напольных вазах цветы, банеры. Проектор для демонстрации видео и
фотоматериалов.
За 30 минут до начала в зале звучит национальная музыка, демонстрация видео и
фотоматериалов.
Выход ведущих :
1 ведущий
Чăваш чĕлхи – анне ытамĕ,
Чĕкеç кĕвви пек чĕвĕлти.
Сан аллунтан тытса утами:
Шăрантăр сасчĕв кĕмĕлли,
Пулсанччĕ сăвă кĕвĕлли…
2 ведущий
Язык – это целый мир, полный прелести, обаяния и волшебства. Он – живая память
народа, его душа, его достояние. Все мы любим свой родной язык.
Прошу всех встать Гимн РФ.
1 ведущий
Ыра кун пултар, хакла юлташсем! Эпир Сире ыра сунса кетсе илетпер пирен Йегер
ватам шкуленче! Эпир ăшă кăмăлпа, пĕтĕм чĕре ăшшине парнелесе сире çак уяв ячĕпе
хĕрÿллĕн саламлатпăр.
2 ведущий
Добрый день, дорогие гости! Мы рады приветствовать вас в нашей БорискиноИгарской
школе!
1 ведущий
Челхе вал – халах чуне. Хайне хисеплекен кирек хаш халах та хайен таван челхине чи
пысак пуянлах выранне хурать. Халах ана нумай емер хушши, терле йыварлах туссе упрана,
аталантарса пуянлатна.
«Вĕренекен чăвашла вулатăр… Халăхăн ăстăнĕпе унăн мĕн пур тĕнче курăмне тăван чĕлхе
кун парать. Тăван чĕлхесĕр чăнчăн пĕлÿ сук…» тене Иван Яковлевич Яковлев педагог. 2 ведущий
День и ночь. Небо и земля. Отцы и дети. Всё в мире уравновешено. Холод сменяется
жарой, грусть – радостью, а на смену будням приходят праздники. Вот и сегодняшний день не
исключение. Сегодня в нашем зале областное мероприятие и посвящен он замечательному
Дню чувашского языка. Создателем современной чувашской письменности является Иван
Яковлевич Яковлев выдающийся деятель культуры и просветитель чувашского народа.
1 ведущий
Паян эпир сиренпе таван челхемер синчен – унан пуянлахепе илеме синчен, унан
тасалахне упрамалли синчен тата пирен ентешсем чапла, палла сыравсасем Егоров В.П.,
Кокарев Каттай А. Я., Евстафьев Н.Ф. ячепе пустаранна.
2 ведущий:
14 апреля — это праздник в честь рождения чувашского поэта, заслуженного работника
культуры Чувашской республики, участника ВОВ, Н.Ф.Евстафьева, становится традицией.
Сегодня наш праздник также посвящаем нашим землякамдеятелям чувашской литературы
Егорову В.П., Кокареву –Каттай А.Я. Мы гордимся что такие замечательные люди стали
выходцами БорИгарской земли, помним и прославляем.
1 ведущий
Аслă тĕнче хӳттинче, Çĕр планетăмăр çинче тĕрлĕ халăх пурăнать, тĕрлĕтĕрлĕ чĕлхепе
пурнăç тытса кун кунлать.
Çав чĕлхесен хушшинче тăван чĕлхе чи пахи, чуна çывăхтараххи, ăна сапăртараххи.
Тăван чĕлхе хӳттипе, унăн ырă ячĕпе аслă ăрунесĕлсен чун хавалĕн ăшшине, йăлийĕркин
тĕшшине, ăс пурлăхĕн пĕлĕвне эпир ăша хыватпăр, пуян чунлă пулатпăр.
2 ведущий
У каждого народа есть свои особенности, которые отличают каждый народ друг от
друга. Именно это заставляет людей гордиться принадлежностью к той или иной нации.
Именно в языке передаются все особенности образа жизни. Чувашский народ издавна
назывался «краем ста тысяч слов, ста тысяч песен, ста тысяч вышивок»: так богаты и
разнообразны узоры, создаваемые чувашскими вышивальщицами.
Вышивкой украшались предметы домашнего обихода: занавеси, скатерти, полотенца,
национальные костюмы.
1 ведущий . Тархасшăн, ирĕк парсамăр пире праснике пуçлама!
2 ведущий
Итак, мы начинаем праздник День чувашского языка!
Прошу всех встать Гимн Чувашской республики
1 ведущий
Хале саламлама ватам шкул директорне Николаев Николай Александровича самах паратпар.
2 ведущий
Слово для приветствия предоставляется директору БорискиноИгарской школы
Николаеву Николаю Александровичу
1 ведущий
Чăваш чĕлхи кунĕ уява пуçлатпăр. Паянхи уява уçма Капустина Фаина Валерьяновнана
сăмах паратпăр
2 ведущий
Слово для открытия праздника предоставляется Капустиной Фаине Валерьяновне.
1 ведущий
«Чаваш челхи» конкурсан перремеш пайне тытанатпар. Манса ан кайар: сава калама 3
минут, фольклор ушкане валли 5 минут.
2 ведущий
Начинаем конкурс. Не забывайте про регламент: по положению на прочтение
стихотворения отводится 3 минуты, на выступление фольклорной группы включая песню и
танец 5 минут. Выступающим необходимо строго соблюдать регламент.
1 ведущий
Чавашла паян юрлатпар
Чавашла сава калатпар
Чавашла тум таханатпар
Чавашла та ак ташлатпар.
Чаваш халах самахлахне фольклор ушканесем катартса пама пултарассе.
2 ведущий
Начнет наш праздник фольклорная группа СП «Колосок» ГБОУ СОШ с.Борискино
Игар
1 ведущий
Тăван чĕлхе! Эп сансăр — мĕскĕн, тăлăх,
Эс пур чух — манăн кăкăрта кăвар.
Эс пур чухне çеç вилĕмсĕр ман халăх,
Ун чух ун çут пуласлăхĕ çук мар.
2 ведущий
Далее выступают наши чтецы:
Николаева Дарья — ученица 10 класса
Миханькова Анастасия ученица10 класса
Никифорова Елена ученица 10 класса
Кошкин Кирилл ученик 9 класса
Никифорова Анна ученица 5 класса
1 ведущий Чăваш чĕлхи савни хыпарĕ,
Чечек ыххи: чĕре юрри,
Нарспи юратăвĕн тĕш парĕ,
Сетнрĕн çулăмлă чĕри:
Ют алăпа тытма вĕри!
2 ведущий
Продолжит наш праздник фольклорная группа «Колокольчик» ГБОУ СОШ
с.БорискиноИгар
1 ведущий
Янкас юра юрлама
Шанкарав пек сассам пур.
Таван тусам, юррама
Итлемешкен килсе кур.
2 ведущий
Продолжается наш праздник и мы к выступлению приглашаем Филимонову Любовь,
ученицу 10 класса, песня Пилеш каяксем.
1 ведущий с. 131
Сак илемле, сепес сасла
Юррама илтсесен, эсе
Мен тата астан илнишен
Кевесме ан пах таванам,
Аслати керленинче те
Тупрам эпе ыра сас.
2 ведущий Выступает __1__ школа
1 ведущий
Тăван чĕлхе! Эс — манăн чун çуначĕ.
Эс пур чухне — эп катăк мар çынран.
Ахальтен мар чĕре вутпа çунатчĕ
Ютра çӳренĕ майăн ăнсăртран.
2 ведущий Выступает__2_ школа
1 ведущий
Чăваш чĕлхи – атте тымарĕ:
Салтак утти пек тÿр сăмах
Тăшман валли ылхан хăварĕ:
Тăван валли тулли сăвап:
Хăмла сăри тухать чăнах!
2 ведущий На сцену приглашаем ___3____
1 ведущий с. 94 Чăваш чĕлхи! Сана эп курнă, шаннă,
Куç пек упранă халăх авалтан.
Кунçул вучахĕнче эс кăварланнă,
Чĕлхе вĕçне килетĕн чи малтан.
2 ведущий Перед вами выступает ___4____
1 ведущий
Тăван чĕлхе –халăхăн аваллăхĕ,
Тăван чĕлхехалăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ.
2 ведущий Приглашаем к выступлению ____5___
1 ведущий
Кашни юлташ, таван,
Чи сивах тусам ман,
Мана кашни чунчеререн
«Самлам» тет ирсерен.
Пер тинес те пире
Уйарас сук икке.
Юлташлах, туслах тенчере
Хаватла вай иккен.
2 ведущий Слово предоставляем ___6___
1 ведущий
Валерий Петрович яланах чаваш халахне сутсанталакпа тача сыханса пуранма верентне.
Таван сершывааттепе аннене, сакартавара хисеплесе пураннине тепе хуна. Туссем, авалхи
йалайеркесер пуласлах сук. В.П.Егоров хайен шухашне сапла палартать : «Халахан астанне,
унан петем тенче курамне таван челхе чун парать, таван челхесер пелу сук».
2 ведущий На сцену приглашаем ___7___
1 ведущий
Тăван чĕлхе ачана çут çанталăка, пурнăçа, тĕн йĕркине ăнланма пулăшать
2 ведущий Приглашаем к выступлению __8__
1 ведущий
Тусла каласатам ютри синсемпе
Юллатам ялан, тавансем, сиренпе
Илемле херсем йал кулсассан умра,
Сана, савна тусам, туяттам сумра.
2 ведущий Приглашаем к выступлению __9__
1 ведущий Кайăк хитре тĕкĕпе, этем ырă – чĕлхипе.
2 ведущий Приглашаем к выступлению __10__
1 ведущий
Тăван чĕлхе пур чухне, эпир хăватлă халăх.
2 ведущий Приглашаем к выступлению __11__
1 ведущий
Чĕлхемĕр пуласлăхĕ ачасенче
Этем тени тĕнчере хăйĕн тăван чĕлхине пĕлсе ӳссе çитĕнтĕр, хăй халăхĕн ăстăнне,
мĕнпур ырă хăлăкне аслисен пилĕ урлă чунĕчĕрине илтĕр, ырăлăха вĕрентĕр.
Тăван чĕлхе кӳрекен пур ырлăха палăртма ик алăри пӳрнесем те çитес çуках тупата.
2 ведущий Приглашаем к выступлению __12__
1 ведущий
Ялан перле пулар,
Перле телей тавар.
Варса пусласшан сунакан
Вал пиреншен ташман.
Туссем перле чухне
Сенейме весене
Нимле инкек, нимле ташман.
Перле пулар ялан!
2 ведущий Приглашаем к выступлению __13__
1 ведущий
Мĕнле çепĕççĕн янăратăн эсĕ, тăван чĕлхе. Санпа Ульяновскра та, Мускавра та, Çĕпĕрте
те, Турцире те, Америкăра та калаçаççĕ. Ăруран ăрăва куçса пыракан авалхи чăваш чĕлхи.
Тăван чĕлхем, сан яту тата çӳле çĕклентĕр, тĕнчен анлă çĕрĕнчи тĕрлĕ чĕлхе хушшинче
тивĕçлипе илтĕнтĕр! Ыр чĕлхемĕр, тав сана, ĕмĕрĕмĕр сыв пулма иксĕлми хăват сана!
2 ведущий Приглашаем к выступлению __14__
1 ведущий
Ку «Чаваш челхи» конкурсан юлашки пайе пулче, хале вара жюри канашлана вахатра
сире валли вайа саламе пуле.
2 ведущий
Конкурсная программа закончилась. Сейчас жюри подводит итоги, а для вас дискотека.
1ведущий
Хале жюри членесене самах паратпар.
2 ведущий
Слово предоставляем жюри. Награждение. Слово Капустиной Фаине Афанасьевне. 1 ведущий
Керлет хал хаваслах
Таван сершывра,
Ман халах сасси
Илтенет уявра.
Чаваш телейе
Есре ситенет,
Челхи ун
Таван сершывра
Вай илет
2 ведущий – Позвольте нам поздравить ещё раз всех Вас с Праздником! Пожелать Вам
здоровья, удачи, любви, успехов во всех Ваших благих начинаниях! До свидания! До новых
встреч!
((включается фонограмма чувашские песни)
.
Методическая разработка по теме:
Чăваш чĕлхи кунĕ ирттерме хатĕрленĕ сценари
Предварительный просмотр документа:
Название файла:
chavash_chelhi_kune_scenari.doc.
Краткое описание:
Методическая разработка по теме:
Чăваш чĕлхи кунĕ ирттерме хатĕрленĕ сценари
Нравиться файл? Нажми лайк!
Комментарии пользователей к документу:
Случайные документы:
- Проект ( группа) на тему: ПРОЕКТ «В МИРЕ СКАЗОК» В ГРУППЕ РАННЕГО ВОЗРАСТА
- План-конспект занятия ( группа) на тему: Открытое занятие в подготовительной группе «Путешествие в страну знаний»З
- Статья ( группа) на тему: «Развитие творческого мышления и креативности у педагогов»
- План-конспект занятия (старшая группа) на тему: Конспект творческого мероприятия с использованием ИКТ в старшей группе детского сада с учётом ФГОС Тема: «День космонавтики»
- Материал (старшая группа) по теме: «Парад снеговиков» старшая группа
- Опыты и эксперименты (младшая группа) на тему: Методическая разработка совместной образовательной деятельности педагога с детьми четвертого года жизни Тема: Возвращение Лунтика
- Материал (младшая группа) на тему: Предметно развивающая среда вторая младшая группа
- Материал (старшая группа) по теме: «Мы летим в космос» (к 55-летию со дня первого полета человека в космос. Отчет старшая группа)
- Методическая разработка (младшая, средняя, старшая, подготовительная группа) на тему: Организация книжного уголка
- План-конспект занятия (старшая группа) на тему: лексическая тема «Хлеб»
Янра, чăваш чĕлхи, янра !
1.Ырă кун пултăр хаклăран та хаклă хăнасем, юратнă вĕрентекенсем, ачасем!
Ҫак сăмаха калас килет:
Пыр Ситекпуçне , унта пур паллă шкул.
Илемлĕ вырăна – ял варрине
Вырнаçнă пирĕн шкул.
Ҫак тĕп шкулта паян
Уяв пулать тенинине илтрĕр пуль.
Тавтапуç, сире пурне те,
Пире савса килсе çитнĕшĕн.
.Паянхи кун пирĕн ик хут уяв.Сире пурне те Чăваш чĕлхи кунĕпе тата Иван Яковлевич Яковлев çуралнă ятпа саламлатпăр.Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Чăваш чĕлхипе пирĕн асатте- асаннесем калаçнă, пире пехиллесе хăварнă. «Ҫын лаши тем пек илемлĕ те чаплă пулсан та ун çине ларса ку манăн лаша тесе утланса мухтанаймăн. Ҫавăн пекех, ытти чĕлхесем тем пек чаплă пулсан та пирĕншĕн ют.Нихăш чăвашăн та çакна манса каяс марччĕ – эпир пуян чĕлхеллĕ халăх.Хамăр чĕлхемĕре ан манар, ăна ан çухатар», -тесе хăварнă Иван Яковлевич.Эпир çухатасшăн та мар, ялан чĕрере усрасшăн.
Фольклор .Вăйă карти çавăрни
2.Тăван халăхна нихăçан та ан ман:
Асра та, ăшра та вăл пултăр ялан.
Ăна чун – вартан юратмарăн пулсан
Ытти халăха та саваймăн нихçан.
Паянхи кунччен ытти халăхсемпе пĕр тан хамăр ирĕклĕн чăвашла калаçма, çырма пултарнишĕн эпир Иван Яковлевич Яковлева тав тăватпăр.Ҫак пархатарлă ĕçе вăл нумай вăй хунă.Кашни чăваш çыннине хăй ачи пек хисепленĕ, юратнă, «тусăмсем, хамăн тăван çыннăмăрсем» тесе чĕннĕ.Апла пулсан асра тытар ăна, унăн ĕçне малалла тăсар.
«Хаваслă алфавит»
3.Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн,
Мĕн чухлĕ ĕмĕт хальлĕхе,
Сана , ачам, пурне те панă
Чăваш чĕлхи, тăван чĕлхе.
Упрар тăван чĕлхемĕре,
Чун – чĕрери хĕлхемĕре;
Унпа эпир ялан çĕнтернĕ,
Ҫĕр-шыв ятне çÿле çĕкленĕ!
Тăван ен юрă.Вĕрентекенсем юрлаççĕ
4.Туссем калаçнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акăш тĕкĕ евĕр эс çемçе.
Санпа ман халăх чунĕ те илемĕ
Ҫÿрет çÿлте те çĕр çинче вĕçсе.
Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем,
Парсам пăлхавлă чунăма.
Пар чăнлăх, савăнăç, илем,
Пар ирĕк – çутăрах çунма.
Ташă «Чăваш тĕнчи».
5.Тăван чĕлхе – халăхăн ĕмĕр сÿнми ăс – тăн чечекĕ. Тăван чĕлхе – халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ. Тăван чĕлхемĕрçĕм… Асаттесен пилĕ, асаннесен тупи,кукамайсен пехилĕ, анне юрри, атте ÿкĕчĕ,аппа такмакĕ,пичче вĕрентĕвĕ, шăллăм тавĕ, йăмăкăн ачашлăхĕ, хурăнташсемпе тăвансен ырă кăмăлĕ.
Тĕнчере пирĕннинчен илемлĕрех, пуянрах çĕрсем те пулĕ.Аякрине курса çывăхрине манар мар.Ҫывăхри вара – тăван тавралăх, тăван халăх, тăван чĕлхе.
Ĕшеннисемшĕн çул çинче
Эс шанчăк çăлтăрĕ ялан.
Тискер тăманлă каçсенче
Йыхравлă чан пек янăран.
Сире валли юрă «Икĕ автан» (1-2 классем)
6. Ҫыннăн кăна мар, куракăн та хăйĕн чĕлхи пур тенĕ ваттисем.
Пĕр чĕлхе – пĕр ăс, икĕ чĕлхе – икĕ ăс.
Тăван чĕлхесĕр этем юрăсăр шăпчăк пек:
Унăн савăнăçĕ те, хуйхи те çук. Апла пулсан калаçар-ха савăнсах.
Сăвă «Кил тĕпкĕчи» .Михайлов Олег вулать.
7. Акă çуралнă çĕр-шывăм!..Çул хĕрринче – шурă хурăнсем, лутра шĕшкĕлĕх. Уя тухсан, инçетри — инçетри ялсем курăнаççĕ. Хамăр çуралса ÿснĕ вырăнтан пахи нимĕн те пулас çук. Кашни çыннăн хăйĕн юратнă кĕтесĕ пур. Анчах нихăш вырăн та хамăр çуралса ÿснĕ тăрăхран лайăхрах пулас çук..Ҫак ялта ,тăван кĕтесре илемлĕ юрăсем юрлас килет.
Юрланă чух сассу хитре те уçă:
Итлет вăрман та , хир те янраса.
Чулсем çинчи канми-тăми çăлкуçĕ
Юхса йăпаннă пек сассу таса.
Юрă «Савнă ял» Лапшина Л.И., Рузакова Р.И.
8.Линкка-линкка авкаланма юман хăма кирлĕ
Халь те юман, халь те юман, тата юман кирлĕ
Йăкăш-якăш шуçкалама яка хăма кирлĕ
Халь те яка, халь те яка , тата яка кирлĕ
Тапăр-тапăр ташлама кĕмĕл пушмак кирлĕ
Халь те кĕмĕл, халь те кĕмĕл, тата кĕмĕл кирлĕ
Чуп-чуп чуп тума чипер хĕрĕ кирлĕ
Халь те чипер, халь те чипер, тата чипер кирлĕ
Ура тапса ташлар-и те? … Ура хусса ташлар-и?
Пĕчĕк пуканесен ташши. Пуçламăш классри пуканесем ташлаççĕ.
9.1908 çулхи ака уйăхĕн юлашки кунĕсем шунă.Пĕр хĕвеллĕ ир Иван Яковлевич хăй шкулĕнчи ачасене савăнăçлă хыпар пĕлтернĕ : «Пирĕн те халиччен тĕттĕмре пурăннă чăвашсен, хамăр поэт пур! Акă Константин Иванов , вырăссен аслă Пушкинĕ пек поэма çырнă.Эпĕ çакăншăн савăннипе ĕнертенпе ларма-тăма вырăн тупаймастăп.Эпĕ ĕмĕтленни тинех çитрĕ.Халĕ эсир пурте шăпланса поэт сăмахне итлĕр».Ҫапла хыпар пĕлтернĕ Яковлев Чĕмпĕр шкулĕнче вĕренекенсене.
Апла пулсан, эсир те хисеплĕ хăнасем , «Нарспи» поэма сыпăкне итлесе курăр.
10. « Пурнăç урапи çаврăнать, пурнăç урапи такăнать. Пурнăç вăл — хăнана кайни мар , сывлăш çавăрса илме ларма та пĕлмелле. Пурнăç урапи ялан тикĕс çаврăнтăр, пурнăç çулĕ ялан такăр пултăр ,» — тесе калать чăваш халăхĕ.
Телей тени ахаль мар, кулянмашкăн кирлĕ мар. Пурăнасчĕ çынсемпе, атте-анне пилĕпе.
«Пурнăç юрри». Вĕрентекенсем юрлаççĕ.
Ан тиркесем чĕлхемĕре,
Ан хăй ăна начар теме.
11. Эх, юррăм янăра ,
Хут купăсăм аллăмра.
Сике — сике юрлар -и те?
Саркаланса ташлар-и?
Купăсçисем ура тапса
Ташă кĕвви калаççĕ,
Яштак яшсем ура хуçса хĕрсем тавра ташлаççĕ.
Тăпăл-тăпăл кĕлеткисем шур акăш пек ишеççĕ,
Икĕ ярăм çивĕчĕсем хĕр илемне кÿреççĕ.
7-9 класс хĕрĕсем «Ҫунатлă çамрăклăх» ташă парнелĕç.
12.Мана аса килеççĕ ачалăхри кунсем.
Йĕри – тавра чупаççĕ хаваслă ачасем.
Пайтах эпир вылянă юлташсемпе пĕрле.
Атте – анне ятланă киле килсен çĕрле.
Иксĕлми ачалăх иртет сисмесĕрех.
Ах, мĕн чухлĕ пуянлăх илсе каять хăйпе.
Телей вăл— сывлӑш, вӑл тавралӑх, ҫак сутӑ тӗнчере курни.
Телей вӑл— пурнӑҫ, чыс , сӑпайлӑх,
Пӗрне пӗри хисеплени.
Телей вӑл — вӗҫсӗр-хӗрсӗр туслӑх,
Таса та ҫепӗҫ юрату.
Ҫавӑнпа та сирӗн ҫемйӗрте
Пултӑрччӗ килӗшӳ те тату.
Юрă «Ах, телейĕм, телей».
13.Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,шăпчăк та юрлать кунта ав, чăвашла.
Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче
Янăрать сăпайлăн , уççăн чăвашла.
Унпа сана аннÿ ÿстернĕ,
Юрла-юрла хуллен сиктернĕ.
Савар, мухтар чĕлхемĕре,
Ăна упрар чыс- хисепре.
-Сывă пулăр, тепре куриччен!
Улăштарса ҫĕнетнĕ «Йăва» юмах сценарийĕ
![]() |
| Кузьмина Е. В. |
Тĕллевсем:
1. Харкамлăх результачĕсем:
а) ачасен вĕренес кăмăлне çĕклесси
ă) ачана ăнланса вĕренме хăнăхтарасси
б) сывлăха упрама вĕрентесси.
2. Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем:
а) ачасене тимлеме, итлеме хăнăхтарасси, мероприятире интересленсе, кăмăлпа ĕçлеме хăнăхтарасси.
ă) ачасене учительпе, пĕр- пĕринпе хутшăнса ĕçлеме вĕрентесси.
б) рольсем тăрăх ĕçлеме хăнăхтарасси, тĕрлĕ ĕçсем тума вĕрентесси.
3. Предметăн ятарлă результачĕ: ачасен калаçас хăнăхăвĕсене çирĕплетесси, вĕреннĕ материала çирĕплетсе хăварасси.
Текста малалла вулăр…
Асанне арчинчи тупра
![]() |
| Кожевникова П. П. |
(«Чее тилĕ» юмах тăрăх йĕркеленĕ уяв сценарийĕ)
Тĕллев: чăваш хĕр арăмĕн çи – пуçне( кĕпе, саппун, мăй çыххи, кăкăр çинчи шÿлкеме, хул çийĕ, тухья, масмак, сурпан) сăнласа тишкерни, унпа паллашни;
Харкамлăх результатсем:
кашни халăхан хăйĕн тумĕ пулнине пĕлни;
чăваш сăвви – юррине каласа, ташши – кĕввине итлесе чăваш чĕлхин илемлĕхне ăнкарни;
чăваш тумĕ çинчен пĕлменнине пĕлес кăмăл çурални;
ушкăнпа ĕçлеме меллĕрех пулнине пĕлни;
Пĕлÿ туянма пулăшакан результатсем:
юмаха итлеме, ăна выляса кăтартма вĕренни;
чăваш тумне тишкерме, унти тĕрлĕ капăрлăхсене курма вĕренни;
тест мелĕпе усă курса кирлĕ варианта суйласа илме пĕлни;
Йĕркелÿ- хаклу результачĕсем:
чăваш тумĕ çинчен мĕн вĕреннине калама вĕренни;
юлташсен, вĕренткенĕн сĕнĕвне ăнкарма, шута илме пултарни;
Хутшăну результачĕсем:
урокра чăваш çипуçĕ тавра йĕркеленĕ калаçăва хутшăнма, ăнланмалла каласа пама тăрашни;
«Чее тилĕ» юмаха аса илсе унти сăнарсем çинчен ыттисене ăнлантарса пама пултарни;
калаçу йĕркелеме пĕлни;
Уява кирлĕ хатĕрсем: компьютер, экран, проектор, «Чăваш тумĕ» презентации, ĕлĕкхи арча, чăваш çипуçĕ( тилĕ валли, ачасем валли, асанне валли)
Урока ачасем те, вĕрентекен те чăваш çи- пуçĕпе килнĕ
Чăваш чĕлхипе литература эрнине ирттермелли уяв сценарийĕ
![]() |
| Мандрюкова В. П. |
Марина: Евгений! Ăçта эсĕ?
Автобус тахçанах иртсе кайрĕ вăл халĕ те çук.. Уява пуçлама та вăхăт ĕнтĕ…Вăт хула каччи, хăй мана пĕрех май чăваш уявне илсе кайса кăтарт-ха – кăтарт-ха тет.
Евгений: Марине,эс паçăрах кĕтетĕн-и? Ара эпĕ Пашьелĕнче анса юлас вырăнне. Асанкассинче анса юлнă, Пашьелне çуран утма тиврĕ. Юрать-ха çулне манман, кукамай патĕнче, каникул вăхăчĕсене ирттерни сая кайман иккен.
Марина: Паçăрах мар та хам та чарăнăва тин çеç тухрăм. Ачасем уява пуçтарăннă ĕнтĕ,ав. Лешкас хĕрĕсем юрласа кунталла килеççĕ.
Евгений: Чăн та, ялта пулманни чылай…кукамайпа пĕчĕк чух урама тухса ларсан иртен-каян: «Уяв тума тухрăр-и?
Текста малалла вулăр…
■ Мандрюкова Валентина Петровна.
Чăваш Республикин Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти вĕрентекен
Чăваш Улăпĕ
![]() |
| Л.В.Никифорова, Г. А. Керукова |
Пуçламĕшĕнче «Тăрна» юрă кĕвви янăрать.
1-мĕш ертÿçĕ: Ырă кун пултăр, хаклă хăнасем, вĕрентекенсем, ачасем!
2-мĕш ертÿçĕ: Паян эпир пысăк уява пуçтарăнтăмăр. Сцена çинче те, залра та йĕри-тавра Николай Никольский хушаматне вулатпăр.
1-мĕш ертÿçĕ: Кам-ши вăл Николай Васильевич Никольский?
2-мĕш ертÿçĕ: Мĕн пĕлетпĕр эпир ун çинчен?
1-мĕш ертÿçĕ: Çĕр-шывсем нумай тĕнчен,
Пĕринчен тепри илемлĕ,
Эпĕр – Улăп йăхĕнчен,
Чи ирĕклине иленнĕ.
Текста малалла вулăр…
Çурхи уяв
Тĕллевĕсем: 1) кайăксемпе ÿсен-тăрансем, чĕр чунсем çинчен ачасен пĕлĕвне анлăлатасси; 2) вĕренекенсен пуплевне аталантарасси; 3) ачасен пултарулăхне тĕрлĕс енчен аталантарасси.
Усă курмалли хатĕрсем: кайăксен «тумĕсем», чĕр чунсен «тумĕсем», тĕрлĕ ÿкерчĕксем.
Вылякансем: Çеçпĕл (подснежник), Çуркунне, Чакак, вулакансем (икĕ çын), Лантăш (чĕре курăкĕ), Кукша пуç (одуванчик), Ама курăкĕ (мать-и-мачеха), Упа, Тилĕ, Чĕрĕп, Пакша.
Çеçпĕл. Хаклă ачасем! Паян эпир сирĕнпе çурхи уява паллă тăвăпăр. Çак уявра эпир юрлăпăр, ташлăпăр, сăвăсем калăпăр, кĕскен каласан, савăнăпăр. Пирĕн патра паян — Çуркунне.
1-мĕш вулакан.
Юр ирĕлет, çырма кĕрлет,
хĕвел савăннипе хĕртет.
Вăрман ем-ешĕл тумĕпе
илем кÿрет халь тĕнчене.
Текста малалла вулăр…
Мама – лучик солнца
![]() |
| Миронова Е. И. |
Цели:
• воспитывать уважительное отношение к мамам, желание помочь им.
• помочь детям через игру вступить в реальную жизнь, а мамам отвлечься на время от нее;
• Создать теплый нравственный климат между матерями и детьми.
Оборудование:
• газета «Моя мама — лучше всех!» (с портретами матерей)
• рисунки детей для матерей «Цветы к празднику»
• подарки от детей
• сердечки для мам
• ромашка для игры
• Презентация.
Музыка чувашской колыбельной
Учитель и ученики входят в класс под музыку в чувашских костюмах
Сĕм вăрманĕ каш та каш
Сулхăн çилĕ ваш та ваш
Эс ан çуйăх , ан çухраш
Çывăр пĕчĕкçĕ чăваш
С малых лет каждый из вас помнит как мама пела колыбельные песни.
Текста малалла вулăр…
Сывлăх вăрттăнлăхĕсем
![]() |
| Архипова Р. Т. |
Инсецнировка
<b>Вылякансем:
Асанне – тухтăр
Асатте – шăл тухтăрĕ
Маша
Упа тус
Кушак тус
Упăте тус
Тилĕ тус
1 курăну
Сцена çинче çурт, йывăç, сак, шыв катки. Кушак тус тухать.
Кушак тус. Ах, эпĕ паян мĕнле лайăх çывăртăм! Хĕвел те тухнă! (Юрлать.)
Ырă кун ак пуçланать,
Иртенпех хĕвел пăхать.
Текста малалла вулăр…
Композиция «Мать и дети»
![]() |
| Медведева В. Н. |
Работая над пословицами, мы с учащимися ко Дню Матери составили такую композицию, где каждый учащийся связывал выбранную пословицу с обращением к своей матери и исполнил чётко и выразительно. Такое выступление никого не оставило равнодушным (мамы со слезами радости и благодарности на глазах восприняли выступление своих детей). Вот так постепенно обогащаем устную речь и учимся грамотно управлять ею. Также готовим себя к практической жизни: к выступлению не только на сцене, но и в любой другой аудитории.
Композиция «Мать и дети»
Группа учащихся читают стихотворение А.
Текста малалла вулăр…
Эпир – Çеçпĕл ачисем
![]() |
| Юркова И. Н. |
Литературăпа музыка композицийĕ
Тĕллевсем: Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарасси; чăваш халăхне, чĕлхине чĕререн юратма, Çеçпĕл пек паттăр та хастар пулма хавхалантарасси; пуплеве аталантарасси.
Экран çинче Çеçпĕл портречĕ, поэт çырнă сăвă йĕркисем:
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕршывăн хастар ачисем,
Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,
Ан юлăр кун-çул уттинчен!
Чăваш тумне тăхăннă арçын ачапа хĕр ача (ертсе пыракансем) кĕскен поэт пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштараççĕ.
Пěлÿ кунěнче усă курмалли материал: 1-мěш класс ачисен сăмахě
![]() |
| Филиппова В. А. |
(
«шкул ачи»
сăмахсене пурте пěр харăс калаççě):
1-мěш ача:
Питě кěтрěм паянхи куна,
Пěркунах тултартăм хамăн сумкăна:
Кăранташ, тетрачě те ручки.
Курăр, паянтан эп –
шкул ачи!
2-мěш ача:
Шкул форми пит килěшет мана,
Савăнса эп çакрăм шурă саппуна.
«Тăрăшса вěрен», — тет кукаçи.
Акă паянтан эп –
шкул ачи!
3-мěш ача:
Ěнер пулнă садикре кăна,
Ăмсанать халь йăмăкăм мана.
Вăхăт çук чупма ман катаччи,
Паянтан вěт эпě –
шкул ачи!
Текста малалла вулăр…
Юратнă ĕç нихçан ывăнтармасть
![]() |
| Иванова В. М. |
Эпиграф:
Пур ĕç те аван,
Анчах çăмăл мар.
Тĕллев лартсан –
Хăрамалла мар.
Паллă çынсем, ваттисем ĕç вырăнĕ, пĕлтерĕшĕ çинчен
каланă сăмахсем
Чăваш поэчĕсем хайланă сăвăсенчи йĕркесем:
1. Хĕрÿ ĕçре çĕкленнĕ ĕмĕртен
Тĕнче хуçи – никам çĕнми этем. (Аркадий Эсхел)
2.Ĕç пире тăрантарать,
Ĕç пире тумлантарать.
Пархатарлă ĕç пире
Чыс парать, илем кÿрет. (Юрий Сементер)
3.
Текста малалла вулăр…
«Кайăксем – пирĕн туссем» класс тулашĕнчи ĕçĕн сценарийĕ
![]() |
| Ефимова И. В. |
Ачасен ÿсĕмĕ: 4 класс (вырăс чĕлхиллĕ шкул)
Тĕллевĕсем: вĕренÿпе кăсăкланма хавхалантарни; кайăксем çынсен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине ăнланса илме пулăшни; вĕçен кайăксене упрамаллине, пулăшмаллине, юратмаллине туйтарни; кайăксен ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварни, сассисенчен уйăрса илме вĕрентни; ачасен калаçу чĕлхине, тавракурăмне тата тавçăрулăхне аталантарни
I.Учитель сăмахĕ.
Паян эпир кайăксене халалласа тупăшу ирттерĕпĕр. Вĕсем çинчен калаçăпăр, хамăр пĕлĕве, пултарулăха кăтартăпăр.
2.
Текста малалла вулăр…
Эс — çĕр ăсти! Эс – çĕр хуçи!
![]() |
| Горбунова В. С. |
(Ĕç çыннин çулталăкне халалланă литературăпа музыка композицийĕ)
Тыр-пул çитĕнтерме çĕнĕрен те çĕнĕ техника хутшăнсан та çавах тыр-пул çитĕнтересси – çĕр çинчи чи йывăр, çав вăхăтрах чи сăваплă ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Ял ĕçченĕсене халалланă класс тулашĕнчи мероприятие хатĕрленĕ май çак тĕллевсем тухса тăраççĕ:
1) Тыр-пул туса илме мĕн тери йывăр пулнине ăнлантарасси, апат-çимĕçпе тирпейлĕн усă курма вĕрентесси;
2) Нумай тыр-пул туса илсен халăх тулăхрах пурăнассине ăнлантарасси;
3) Çĕр ĕçченĕн ĕçне хисеплеме вĕрентесси.
1) Плакатсем: «Мухтав сире, уй-хир ĕçченĕсем!
Текста малалла вулăр…
«Своя игра» по творчеству русских и чувашских поэтов
![]() |
| Шихранова С. Н. |
Как изжить скуку на уроке? Как сделать учение интересным для учащихся? Как разбудить в воспитаннике стремление работать над собой, стремление к творчеству?
Внеурочная деятельность является неотъемлемой частью учебно-воспитательной работы. Она способствует углублению знаний учащихся, развитию их дарований, логического мышления, расширяет кругозор.
Предлагаемая вашему вниманию викторина «Своя игра» предназначена для развития познавательного интереса учащихся к литературе, культуре родного края, воспитания стремления к непрерывному интеллектуальному самосовершенствованию.
Текста малалла вулăр…
Чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ
Воспитани тĕллевĕсем: Ачасене чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ ятне, унăн ĕçĕсене хисеплесе тĕрĕс хаклама хăнăхтарасси; тăван чĕлхене хисеплеме, юратма вĕрентесси; этемлĕх, чыс, юрату туйăмĕсене хаклама, таса туйăмлă, çирĕп кăмăллă пулма, пурнăçра ырра усалтан уйăрма вĕрентесси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: К.В.Иванов пурнăçĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарасси.
Аталантару тĕллевĕсем: Ачасен пултарулăхне аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: Компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ слайдсем, кĕнекесен выставки.
Залра чăваш кĕвви янăрать.
1- мĕш ертсе пыракан: Иванов сассипе янкăрах шуçăмланчĕ
Пирĕн сăвă тĕнчи терт-хĕнре.
Чăвашри сăвăçсен кĕреки пуянланчĕ,
Ивановăмăр халь те – тĕпре.
Текста малалла вулăр…
CЛАВЬСЯ, ОТЧИЗНА, МЫ ГОРДИМСЯ ТОБОЙ!
![]() |
| Ларионова Е. Ю. |
Описание методической разработки:
1. «Славься, Отчизна, мы гордимся тобой!» сценарий праздника
2. Данное внеклассное мероприятие разработано мною с целью обогащения
знаний учащихся об истории своей Родины, воспитание патриотических и
гражданских качеств. Это мероприятие желательно проводить в зале, где
сцена оформлена к празднику. Звучит торжественная музыка, которая
эмоционально подготавливает детей к восприятию праздника.
Текста малалла вулăр…
■ Ларионова Екатерина Юрьевна.
методист центра развития образования
БОУ ДПО (ПК) С «Чувашский республиканский институт образования»
„Анне – чун ăшши” уяв сценарийĕ
![]() |
| Александрова А. А. |
Тĕллевĕ. Аннен пĕлтерĕшне палăртасси, ăна хисеплеме, упрама вĕрентесси.
Класа шарсемпе, чечексемпе илемлетнĕ. Амăшĕсен сăн ÿкерчĕкĕсен куравне йĕркеленĕ. Кашни ача хăй амăшĕ çинчен çырнă текста вырнаçтарнă.
Слайд çинче: Анне – чун ăшши!
Уява амăшĕсене чĕннĕ.
Доска е слайд çинче:
Анне сăмах мĕнпе танлашĕ?!
Кун-çул пуçламăшĕ – анне.
Вăл пурнăç витĕмĕ, ун тĕшĕ,
Пире парать хăй ăшшине.
Текста малалла вулăр…
«Юлашки шăнкăрав » сценари
![]() |
| Енейкина Галина Леонидовна |
Вожатăй: Ырă кун, хаклă хăнасем, вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсем, ачасем! Юлашки шăнкăрава халалланă уява уçăлнă тесе шутлас. (Чăваш Республикин гимнĕ янăрать).
Гимн: «Сÿнми хĕлхем» (Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем юрлаççĕ).
Сăвви Г.Енейкинан
Кĕвви Г.Борисовăн
Ялан ăс-тăнпа çÿлелле хăпарма
Чĕнен илĕртÿллĕн пĕлÿ тĕнчине,
Чăн-чăн çын пулса çĕр çинче пурăнма
Чунри хĕлхемпе вĕрентен кашнине.
Мĕн чуль пултарулăх,
Мĕн чуль тăрăшулăх,
Учитель, санра, вăл пĕтмест!
Текста малалла вулăр…
Анне кунĕ
![]() |
| Данилова Елена Дмитриевна |
Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул)
Ачасен ÿсĕмĕ: 4 класс
Анне кунĕ(класс тулашĕнчи мероприяти планĕ)
План:
1. Ум сăмах.
2. Тĕп пайĕ:а) 4 класри ачасем сценка кăтартаççĕ;
ă) 1 класри ачасем сăвăсем калаççĕ;
б) хĕр ачасем сăпка юрри юрлаççĕ;
в) Конкурс «Анне ячĕ»;
г) 4 класри ачасем сăвăсем калаççĕ;
д) ачасем анне юрри юрлаççĕ;
е) ваттисен сăмахне пуçтарни;
е) ача сăвă калать, хĕвел пайăркисем пуçтараççĕ;
3.
Текста малалла вулăр…
«Правила дорожного движения должен знать каждый!»
Образовательные задачи:
Знакомство с правила ми дорожного движения, правилами передвижения пешеходов;
Уточнение знаний детей об элементах дороги (проезжая часть, пешеходный переход, тротуар), о движении транспорта, о работе светофора;
Продолжение знакомства с дорожными знаками:
«Дети», «Остановка автобуса», «пешеходный переход», «Пункт первой медицинской помощи», «Пункт питания», «Въезд запрещен», «Велосипедная дорожка»
Уточнить и закрепить знания детей о светофоре и значении дорожных знаков на дорогах
Расширять представления детей о работе ГИБДД.
Развивающие задачи:
Развивать интерес к изучению ПДД, подводить детей к осознанию необходимости соблюдать правила дорожного движения;
Обогащать и активизировать словарь детей по теме занятия;
Воспитательные задачи :
Воспитывать навыки культурного поведения на улице и в общественном транспорте;
Образовательные области:
— речевое развитие
-социально- коммуникативное развитие
-физическое развитие
-познавательное развитие
Оборудование:
Мольберт, плакат «Правила поведения на дороге», макет светофора, кукла-инспектор ГИБДД, полицейский жезл, напольные дорожные знаки; картинки машин, знаков, домов; настольные игры: «Светофор», лото «Водитель-пешеход», «Внимание дорога».
Текста малалла вулăр…
■ Страницăсем: 1, [2], 3, 4.
Янăра , чăваш чĕлхи!
(литературăпа музыка композицийĕ)
Палăртнă кун: пуш уйăхӗн 5-мӗшӗ, 2015 ҫул
Хутшăнакансене регистрацилени: 14.00-15.00
Пуҫламăшӗ: 15:00
Вырăнӗ: Серноводск шкулĕн Кивĕ Якаль ялĕн филиалĕ Çеркĕски муниципаллă районĕ, Самар облаҫӗ
Уровень: региональный
Открытие мероприятия:
Фольклорный коллектив «Шанкарав».
Народная песня «Семерт сески суралать те»
1 вед. – Таван ял ман – Кивь Якаль
Тенчере перре
Суралса эп усне-ске
Сака сер синче.
Таван ялам, Кивь Якаль,
Чи илемли эс.
Таван ялам Кивь Якаль
Сурална кетес.
2 вед. – Село как село, есть селенья по краше,
Но попробуй найти вот такое как наше.
В нем пруды, как глаза,
Голубеют под небом,
От села за версту
Пахнет медом и хлебом.
Справа лес до небес,
Да зеленые горы,
А левее поля,
Не охватишь их взором.
Село как село, есть селенья по краше,
Но попробуй найти вот такое как наше.
1 вед. Ырǎ кун пултǎр хаклǎ таванǎмǎрсем, хакла ханасем,хисепле ачасем!
Праснике хутшǎнма кǎмǎл тунисем, хаклǎ жюрисем, çавǎнпекех праснике курма килнисем, пирěнпе пěрле пǎлханса та савǎнса ларакансем.
Перле:Эпир сире пурне-те телей сунатпǎр.
1 вед. «Ырǎ кун пултǎр хаклǎ таванǎмǎрсем» — говорим мы на чувашском языке.
2 вед. «Добрый день, дорогие друзья» — говорим мы на русском языке
Вместе: Добрый день!
1 вед.Сире пирĕн Кивь Якаль яленче курма хавас. Эпир ватă тĕрĕш йăлипе ăшă кăмăлпа виçĕнсе çу пек çемçе пыл пек тутлă чĕлхемĕрпе, пĕтĕм чĕре ăшшине парнелесе сире çак уяв ячĕпе хĕрÿллĕн саламлатпăр.
2 вед.Мы рады приветствовать вас на Якушкинской земле, в Староякушкинском филиале.
1 вед. Леонид Никаноровичан ячĕ асрах, чĕрере. Ун пек çын 101 çулта пĕрре çеç килет çĕр çине ĕмĕрлĕхе ят хăварма.
2 вед. Родионов Леонид Никонорович–наш земляк, один из первых чувашских профессиональных режиссеров. Он внес большой вклад в развитие национальной театральной культуры. За 50 лет работы режиссером Чувашского государственного академического драматического театра поставил около 130 спектаклей.
Перле: Тархасшăн, ирĕк парсамăр пире праснике пуçлама!
Гимн (российский, чувашский).
1вед: Пирěн уявра хаклǎ хǎнасем пур, ирěк парсамǎр вěсене сǎмах калама.
Хурамал Этелек ял администрациӗн пуҫлăхне сăмах паратпăр.
2 вед. Для открытия нашего праздника посвященного Родионову Л.Н.слово предоставляем Главе поселения Карягину Олегу Михайловичу.
1вед: Филиал руководитӗльне сăмах паратпăр.
2 вед. Слово предоставляем руководителю филиала Малиновскому Николаю Павловичу.
1 вед. Слово предоставляем председателю Местной общественной организации Сергиевского района Самарской области Никитину Геннадию Гавриловичу.
2вед: Слово предоставляем Григорьевой Людмиле Сергеевне
ПРЕЗЕНТАЦИЯ И РАССКАЗ о Родионове Л.Н.
Фольклорный коллектив «Шанкарав».
Ташша «Илемле, илемле…»
2 часть: Основная часть: Конкурс чтецов:
1 вед;Ан вàтан эс, ан вàтан.
Чàвашла калаç ялан.
Чàвашла юрла-ташла.
Ку пирки эс шухàшла.
2 вед:Тàван чéлхе вàл ачаш.
Ан вàтан унран, чàваш.
Тàван чéлхене янратар.
Тàван халàха савàнтарар.
1вед. Халĕ жюри членĕсемпе паллаштаратпăр:
2вед. Любой конкурс — это работа, работа творческая, напряженная не только для участников, но и для жюри. Уважаемые участники и гости, разрешите представить вам наше профессиональное жюри:
1 вед. Председатель: Шишкин Федор Ильич, директор государственного бюджетного общеобразовательного учреждения средняя общеобразовательная школа с. Кармало-Аделяково муниципального района Сергиевский Самарской области
Члены:
Никитин Геннадий Гаврилович, председатель Местной общественной организации Сергиевского района Самарской области
Малиновский Николай Павлович, руководитель Староякушкинского филиала государственного бюджетного общеобразовательного учреждения средней общеобразовательной школы «Образовательный центр» им. Героя Советского Союза В.В. Субботина пос. Серноводск муниципального района Сергиевский Самарской области
1 вед. Хале вара эпир сава конкурсне тапранатпар:
2 вед. Начинается конкурс стихотворений чувашских классиков.
1 вед. Слово предоставляем учащимся Старо-Якушкинского филиала
2 вед. Слово предоставляем учащимся Кармало-Аделяковской школы
1 вед. Слово предоставляем:
2 вед. Слово предоставляем:
1 вед. Халě жюрисем пултарулǎ ушкǎнсене тивěçлě хак пама кайěç.
Сав вахатра «Асамат» ушкана самах парапар.
2 вед. Слово предоставляем народному хору «Асамат»
1 вед. Халĕ вара чи хумхануллă самант çитрĕ.
2 вед. Внимание! Вот и наступил самый волнующий момент, награждения победителей конкурса чтецов.
1 вед: «Эсĕ кам?» — тесе ыйтсассăн
«Эп чăваш!» — тесе калатăп.
Хам чунпа ЧĂВАШ пулнишĕн
Чăнласах эп — мухтанатăп.
2вед: Манăн халăхăм — мăнаçлă,
Çирĕп чунлă та маттур!
Нихăçан эпир пĕтместпĕр:
Пулнă, пулăпăр та пур!
1 вед. Çывхарса килекен херарамсен уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр. Ĕçре пысăк çитĕнÿсем, иксĕлми вăй-хал, ăнăçу, пурнăçра телей, килĕшÿ, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
1вед: Анне чĕри тĕнче пек аслă,
Хĕвел пек — çутă та вĕри…
Ачи телейлĕ кулассишĕн
Тапать, çунать анне чĕри.
2 вед. Милые представители женского пола, мы вас всех поздравляем с приближающимся Международным женским днём 8 марта. Желаем вам успехов в работе, счастья, здоровья, долгих лет жизни.
Мамино сердце не знает покоя,
Мамино сердце, как факел горит,
Мамино сердце от горя укроет,
Будет ему тяжело – промолчит.
До новых встреч, друзья!
Фольклорный коллектив «Шанкарав» дарит вам песню
«Мӗншӗн-ха ҫапла пилленӗ»
(Хулари шкулта 5-6 классенче Ухсай Яккăвне халалласа ирттернẽ литературăпа музыка каςẽн сценарийẽ)
Пĕлÿ тĕллевĕ: чăваш халăх поэчĕн Ухсай Яккăвĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарасси.
Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасен тĕнче ăнланăвне, тавра курăмне аталантарасси.
Илемлĕх тĕллевĕ: вăйăсемпе сăвă-юрă урлă чăваш чĕлхине юратма, аслисене хисеплеме хăнăхтарасси, тăван халăх культурине хаклама, упрама вĕрентесси.
Литературăпа музыка каςẽн юхăмĕ
Саламлани. (Сцена ςине «Илемлẽ, илемлẽ…» юрă юрласа ачасен ушкăнẽ тухать; сцена ςине ертсе пыракансем тухаςςẽ)
Илемлẽ, илемлẽ,
Илемлẽ, чӑваш тẽрри.
Илемлẽ, чӑваш тẽрри те
Тẽрлеме пĕлсен кӑна.
Ертсе пыракансем:
…Ентешсем, салам! Тусăмсем, салам!
Умăрта тăрса пуςăма таям.
Аллăмра — курка, куркара — сăра,
Пуς таяр, тăван, ςăкăр-тăвара.
1-мẽш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр пурне те, сывлăх сунатăп! Сире ςак уявра курма питех те хавас!
Сăвă калакан: («Тăван Слакпуς» клип)
Туссем калаςнă чух, тăван чĕлхемĕм,
Шур акăш тẽкẽ евẽр эс ςемςе.
Санпа ман халăх чунẽпе илемлẽ
Çÿрет ςÿлте те ςẽр ςинче вẽςсе.
Юрланă чух сассу хитре те уςă,
Итлет вăрман та, хир те янраса,
Чулсем ςинче канми-тăми ςăлкуςẽ
Юхса йăпаннă пек сассу таса.
1-мẽш ертсе пыракан: Çак йẽркесен авторẽ — чăваш халăх поэчẽ Ухсай Яккăвẽ. Вăл ςав тери пултаруллă та пуян чẽлхеллẽ поэт. Хăйẽн сăввисемпе поэмисене Ухсай тăван чăваш халăхне халалланă.
Чÿк уйăхẽн 26-мẽшẽнче чăваш халăхẽ Ухсай Яккăвẽ ςуралнăранпа 109 ςул ςитнине паллă турẽ. Паянхи литературăпа музыка каςне эпир сумлă сăвăςăмăра халаллатпăр.
Ухсай Яккăвẽн биографийẽ: (Ачасем калаςςẽ)
1. Ухсай Яккăвẽ 1911 ςулта хальхи Пушкăрт Республикин Пелепей районне кẽрекен Слакпуς ялẽнче ςуралнă. Ухсай ςамрăклах, вун тăватă-вун пилẽк ςултах, ςырма пуςланă. «Аттерен эпẽ тăван чẽлхе пуянлăхне, аннерен чăваш чẽлхин янравлăхне, илемлẽхне вẽрентẽм», — тесе палăртнă сăвăς.
2. Ухсай — чăваш ςырулăхẽн вăйẽ, ςẽнтерẽвẽ, мухтавẽ. Унăн ятне пирẽн республикăра ςеς мар, ςẽршывẽпех лайăх пẽлеςςẽ, чылай хайлавне тẽрлẽ чẽлхене куςарса кăларнă. «Кẽлпук мучи»: «Ту урлă ςул», «Силпи ςăлкуςẽ», «Чапаевпа тẽл пулни», «Тутимẽр» тата ытти нумай произведение вулакансем пысăк хак пачẽς.
Ухсай Яккăвẽн биографийẽ (Вẽрентекен вырăсла калать, презентаци кăтартать).
Литмонтаж.
Ухсай Яккăвẽн «Атăл ςинчен хунă юрă» сăвă.
Юррăмăр, хускал, ан татăл,
Атăл тăрăх кẽрлесем!
Хумханать юратнă Атăл,
Хÿхẽм унăн хẽррисем.
Пирẽн ẽмẽт халẽ аслă,
Ĕмẽт аслă сан пекех.
Пирẽн пурăнăς хаваслă
Пулẽ ẽмẽр-ẽмẽрех.
Шывупа пире чÿхерẽн
Сулхăн каς та уςă ир.
Ϛавăнпа кунта чиперрẽн
Паттăр ÿсрẽмẽр эпир.
Витẽр куςлă пирẽн халăх,
Чунẽ сан пекех таса,
Мухтанса юрлатпăр халẽ
Сан шыву пек шавласа.
2-мẽш ертсе пыракакан: Халẽ вара кăшт канса илер. (Залри куракансемпе пẽрле).
Пẽрре, иккẽ — вăйлă.
Виςςẽ, тăваттă — сивẽ.
Пиллẽк, улттă — хẽвел пăхать.
Çиччẽ, саккăр — ăшă.
Тăххăр, вуннă — маттур!
1-мẽш ертсе пыракан: Халẽ вара хамăр пултарулăха кăтартатпăр.
(«Ϛẽмẽрт ςеςки ςурăлать те…» юрă юрласа ачасен ушкăнẽ сцена ςине тухать).
Ϛẽмẽрт ςеςки ςурăлсан та,
Ϛẽмẽрт ςеςки ςурăлсан
Вӑрман витĕр курӑнать.
Вӑрман витĕр курӑнать.
2-мẽш ертсе пыракан:
Кам пултарẽ калама:
Сасă кирлẽ мẽн тума?
1-мẽш ертсе пыракан:
Сасă кирлẽ калаςма,
Сăвăлама — юрлама.
Ача: Атьăр, туссем, юрă юрлар!
«Пирĕн анне» юрă янăрать.
2-мẽш ертсе пыракан: Ϛитет пулẽ юрласа. Атьăр, вăйă выляр!
1-мẽш ертсе пыракан: Мẽнле вăйă выляр-ши, ачасем?
1-мẽш ача: «Ят пẽлмелле»!
2-мẽш ача (шутлать): Лечче, печче, пива, сава, ленки, лянки, лепече — тух!
Шутласа кăларнă ача урай варрине тухать. Ачасем ун тавра карталанса тăраςςẽ. Ушкăнпа утса вẽсем вăйă сăмахẽсене калаςςẽ:
Ларать, ларать, Таня ларать
Шẽшкẽ тẽмẽ айẽнче.
Ϛиет, ςиет, Таня ςиет
Шẽшкẽн сарă мăйăрне.
Вăхăт ςитсен тăрас пулать,
Ятне тẽрẽс калас пулать.
(Каласа пẽтерсен ачасем чарăнса тăраςςẽ. Ушкăнран пẽри хыςалтан пырса Таня куςẽсене хуплать. Таньăн унăн ятне пẽлмелле).
Ачасем: Пẽлеймерẽ! Мẽнпе савăнтарăн пире, Таня?
Таня:
Юмах ярам, юптарам…
Пẽр ςăмхан ςичẽ шăтăк. Мẽн-ши вăл? (пуς)
1-мẽш ертсе пыракан: Ачасем, тата мẽнле вăйă выляр-ши?
Ачасем: «Çẽрẽ валеςмелле»!
1- мẽш ача (шутлать): Такан тайми тайми пуςли, инчẽк, минчẽк Кавăрли, ытти, ςитти — тăм!
(Кам патне шутласа ςитнẽ, ςав куς хупать. Ϛẽрẽ параканẽ ςав хушăра ςẽрре пẽр ачана парать).
1-мẽш ача: Ϛẽрẽ камра, Сашук?
Сашук: Ϛẽрẽ Машăра.
1-мẽш ача: Сашук пẽлеймерẽ. Мẽнпе савăнтаратăн, Сашук?
Сашук: «Икẽ автан» сăвă калатăп.
Икĕ пĕчĕк сар автан
Тытӑннӑ вӑрҫма паян.
Эх, сӑхаҫҫĕ, эх, чаваҫҫĕ
Пĕр-пĕрне куҫран-пуҫран.
Илтĕм те патак — пĕрне
Хӑваларӑм кил енне.
Мĕн пустуй ҫапӑҫмалла?
Тус-юлташлӑ пулмалла.
А.Галкин
2-мẽш ертсе пыракан:
Мẽншẽн шăппăн тăратăр?
Мẽншẽн шăппăн тăратăр?
Шăппăн-шăппăн тăмашкăн
Шăпчăк чẽппи мар эпир!
1-мẽш ертсе пыракан:
Атьăр, ташă ташлар! Чăваш ташши.
Ташши, ташши,
Салакайăк ташши
Салакайăк ташши мар,
Пẽрремẽш шкул ташши!
(Ачасен ушкăнẽ чăваш ташши ташлать)
«Тух-ха, Ванюк, урама» (ачасем юрласа ташлаςςẽ)
Тух-ха, Ванюк, пирĕн ума,
Эсĕ ташша пит ӑста.
Кӑвва, кӑвва, кӑвва, кӑвва,
Кӑвва, кӑвва, тут, тут!
Ташласа пар, савӑнтар,
Эпир алӑ ҫупӑпӑр!
Кӑвва, кӑвва, кӑвва, кӑвва,
Кӑвва, кӑвва, тут, тут!
Никифор Ваҫҫанка
«Хурăн ςулςи ςурăлсан…» (Ачасем юрă юрласа сцена ςинчен тухса каяςςẽ)
Хурăн ςулςи ςурăлсан
Килет вӑрман илемĕ.
Хурăн ςулςи ςурăлсан
Каять вӑрман илемĕ.
2-мẽш ертсе пыракан: Чăваш тẽнчи ăςта вăл?
1-мẽш ертсе пыракан:
Чăваш тẽнчи юрăра
Тата чăн калаςура.
Чăваш тẽнчи тẽрẽре,
Тẽлẽнтермẽш кẽвẽре.
Чăваш тẽнчи — эс те эп,
Хамăрăн пẽтми хисеп.
Хẽр ача:
Эпẽ ыйтрăм пиччерен:
Эс мẽнле лайăх пẽлен?
Арςын ача:
Чăвашла лайăх пẽлеп.
Эп вулатăп чăвашла.
Эп ташлатăп чăвашла.
Эп юрлатăп чăвашла.
Юрататăп чăваша.
2-мẽш ертсе пыракан: Мẽнех, ςак йẽркесемпе эпир хамăрăн уява вẽςлетпẽр. Тавтапуς сире пирẽнпе пẽрле савăннăшăн! Малашне те ирẽклẽн чăвашла калаςар! Сывă пулăр!
1-мẽш ертсе пыракан:
Тепре тẽл пуличчен!
Чаршав хупӑнать.

Улăштарса ҫĕнетнĕ «Йăва» юмах сценарийĕ















